10281 | Ӗшнере выртакан ӗшенмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10282 | Ик ӗмӗр пурнакан ҫынна та ӗҫ пӗтерме ҫур кун ҫитмен тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10283 | Икӗ алӑпа тӑватӑ ӗҫ тӑвас ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10284 | Икӗ кахал кашӑк шыранӑ чух ӗҫчен пӗр-пӗччен пӗкӗ авнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10285 | Икӗ ҫул ӗҫлесе пӗр йӗкӗр ҫӑмарта тупнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10286 | Ир авӑтакан куккук кукша пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10287 | Ир авӑтакан куккукӑн пуҫӗ ыратнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10288 | Ир акакан вӑрлӑхсӑр юлман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10289 | Ир алтакан куккукӑн пуҫӗ ҫурлать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10290 | Ир пыракан ҫерҫи тулӑ пӗрчи тупнӑ, кайран пынине хывлӑх анчах. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10291 | Ир такӑнсан — каҫчен. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10292 | Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10307 | Ир тӑр та питна ҫу, питна ҫу та ҫӑкӑр тыт. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10293 | Ир тӑракан кайӑк тутӑ пулнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10294 | Ир тӑракан кайӑкӑн сӑмси шурӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10295 | Ир тӑракан каҫпа ҫывӑрать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10296 | Ир тӑракан куракӑн пичӗ шурӑ пулнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10297 | Ир тӑракан пупа кӗнӗ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10299 | Ир тӑракан пыл ҫинӗ, ир тӑманни пӑх ҫинӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10298 | Ир тӑракан пыл ҫинӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10300 | Ир тӑракан ҫӑмарта ҫинӗ, кайран тӑракан валли ҫӑкӑр та юлман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10301 | Ир тӑракан ҫырла ҫинӗ, кая юлакан палан ҫине. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10302 | Ир тӑракан тулӑ пӗрчи тупнӑ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10303 | Ир тӑракан хурчка ир тӑранать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10304 | Ир тӑракан чӑх-чӗп тӗпренчӗкпе тӑранать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10305 | Ир тӑракана Турӑ парать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10306 | Ир тӑраканне — симӗс курӑк, кайран тӑраканне — хыт курӑк. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10308 | Ир те кӗлле, каҫ та кӗлле — мӗн ҫимелле сив хӗлле? | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10309 | Ир юрлакан макӑрнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10310 | Ирех тӑрса ӗҫлекенӗн ҫухалнӑ мулӗ тупӑннӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10311 | Ирпе иртерех тӑр, каҫпа каҫ вырт. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10312 | Иртен ырӑ ӗҫе тытӑн, ир тытӑннӑ ӗҫ ӑнать теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10313 | Иртерех вӑраннӑ текерлӗкӗн пырӗ те сывлӑмпа йӗпенет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10314 | Иртерех пуҫлакан маларах пӗтерет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10315 | Иртерех тӑнӑ пуп пулнӑ, каярах тӑнӑ — салтак пулнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10316 | Ирхи ӗҫ малалла каять теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10317 | Ирхи кайӑк сӑмса чакалать, кайрантараххи куҫ шӑлкалать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10318 | Ирхи куракӑн сӑмси таса. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10319 | Йӑлхавӑн Турри ҫывӑхра. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10320 | Йӗрнипе ӗҫ тухмасть тет, ӗҫлесен ӗҫ ӑнать тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10321 | Йывӑр ӗҫ нумая пырать тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10322 | Каврӑҫ касма каякан пуртӑ ҫухатса килекен. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10323 | Кайма ӳркенмен пырне тӑрантарнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10324 | Кам армана, кам вӑрмана. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10325 | Кам ӗҫлет — вӑл пуять, кам ӗҫлемест — вӑл пӗтет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10326 | Кам ӗҫлӗхлӗ — вӑрманта, кам ӗҫлӗхсӗр — канторта. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10327 | Кам ӗҫсӗр аптрать, вӑл ӗҫке ярӑнать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10328 | Кам кахал, вӑл ыйхӑллӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10329 | Камӑн аллинче, ҫавӑн ҫӑварӑнче. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10330 | Камӑн ӑҫта ӗҫ ӑнать, ҫавӑнта ӗҫлеме хушнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |